Турă панă пуянлăх

         

        Кашни халăх чĕлхи – турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш.. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Паян эпир 5-мĕш класс вĕренекенĕсемпе «Выляр-ха, тăван чĕлхене савса» вăйă урок ирттертĕмĕр. Урокра ачасем тĕрлĕ станцине çитрĕç. Тупмалли юмахсем шыраса,   ваттисен сăмахĕсене вĕçлесе, Чăваш Республикин паллă вырăнĕсене тупрĕç,тĕрлĕ карточкăсемпе ĕçлерĕç. Урок тухăçлă та интереслĕ иртрĕ. Хамăр чĕлхене юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар.