Чăваш тĕррин асамлăхĕ

  

 «Мӗнле пуян чӑваш тӗрри – унта пин-пин ҫулсен йӗрри»,- тет чӑваш халӑх поэчӗ Ваҫлей Давыдов-Анатри. «Чӑваш тӗрри» сӑввинче вӑл тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать. Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлӗ ҫутӑ ҫăлтӑрсем…

Чӳк уйăхĕн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне уявларăмăр. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗрӗсене упраса хӑвӑрма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ăстасен пӗлӗвне сарма пулӑшать. Уява чысласа Сăкăтри вăтам шкулта та тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Шкул библиотекинче  Падусева Ю.Г. «Чăваш тĕрри» выставка йĕркелерĕ, 5-7 классенче вĕренекенсемпе Анюрова Е.В. «Чăваш тĕррин асамлăхĕ» викторина ирттерчĕ. Тата 7 класс ачисем урокра чăваш тĕрри çинчен калаçрĕç, видеофильм пăхрĕç. Шкул ачисем тата вĕрентекенсем «Азбука чувашской вышивки» онлайн теста хастар хутшăнчĕç.