«Сывлăха упрар ялан, ыр ĕмĕтпе пурăнар»

Сывлăхран хакли ним те çук тенĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе килĕшмеллех пулĕ. Сывлăхлă çын çеç пур енлĕ аталанма, вăйх урса ĕçлеме, тăрăшса вĕренметулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывлăх теми, уйрăмах хальхи вăхăтра, шкул пурнăçĕнче пĕртте аякра тăмалла мар.

         Сывлăхлă пуласси, ăна упрасси, çирĕплетесс ийăлтах çын хăй пурнăçĕнче ачаран мĕнле йĕркелесе пынинчен нумай килет. Кун йĕркине çирĕп тытса пыни, апат авиçеллĕ тата вăхăтра çини, спортпа туслă пулни, уçă сывлăшра çÿрени —çаксем пурте сывлăха упрама, ăна çирĕплетме пулăшаççĕ.

Çавна май юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Сăкăт шкулĕнчи 5-8 классен хушшинче «Сывлăха упрар ялан, ыр ĕмĕтпе пурăнар» темăпа çулçÿревмăрту иртрĕ. Ачасем «Сывлăх çинчен ваттисен сăмахĕсен епуçтар», «Ребус», «Реклама тĕнчи», «Паллă спортсменсем», «Анаграмма», «Симĕс птека» станцисене çитрĕç. Ăмăртура ачасем хăйсен пултарулăхн ете, тавçăрулăхне те кăтартрĕç. Пурне те çулçÿрев кăмăла кайрĕ. Ачасем хăйсем валли пĕтĕмлетÿ турĕç: «Сывлăх-хамăр алăра. Сывлăх çул памасан хамăр ĕмĕтсене пурнăçлаймастпăр», - терĕç.

Апла пулсан, сывлăха упрар ялан, ыр ĕмĕтпе пурăнар!!!