Кайăксем – пирĕн пĕчĕк туссем!



   Хĕл çитсессĕн çынсен пурнăçĕнче çеç мар, тискер чĕр чунсемпе кайăк–кĕшĕксен пурнăçĕнче те пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ.

   Тискер чĕр чунсен çăмĕсем хулăнланаççĕ, хăшĕ–пĕрисен тĕсĕсем те улшăнаççĕ, хăш- пĕр чĕр чунсем çывăрма выртаççĕ, чылай кайăксем ăшă енне хĕл каçма вĕçсе каяççĕ, теприсем вара пирĕн патрах хĕл каçаççĕ.
Хĕллехи сивĕре кайăксене апат тупма питĕ йывăр. Çавăнпа сырăш тăвас тата кайăксене тăрантарас ĕçе кĕçĕн класра вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç..
   Сырăшсем çинче вара кунĕпех хăнасем: çерçисем, кăсăясем, чанасем... Хĕл сиввинче кайăксем ан нушаланччăр тесен вĕсене вăхăтра апат пама  манар мар!
     Кайăксем – пирĕн пĕчĕк туссем!