Регионсен Интернет олимпиади

 

   Чăваш чĕлхине, литературине вĕреннин пĕлтерĕшне ÿстерес, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2019 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе 5-6 классенче вĕренекенсем хушшинче Регионсен интернет олимпиадине ирттерчĕ. Çак олимпиадăна Сăкăт шкулĕнчи ачасем те хастар хутшăнчĕç.