«Сывлăхран хакли нимĕн те çук»

 

  

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче 9-мĕш класс ачисем класс сехетĕнче спорт çинчен калаçрĕç.  «Сывлăхран хакли нимĕн те çук», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе килĕшмеллех пулĕ. Сывлăхлă  çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывлăх теми, уйрăмах хальхи вăхăтра, шкул пурнăçĕнчен пĕртте аякра тăмасть», - çакăн пек сăмахпа пуçларĕ класс ертÿçи Анюрова А.Б.
Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла. Тĕрлĕ секцисене çÿремелле. Пирĕн класри ачасем волейбол, футбол тата кĕрешес енĕпе секцисене çÿреççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Малти вырăнсем те йышaнаççĕ.