Ака, 25. Сăкăт шкулĕн 8 класĕнче вĕренекенсем тăван литература урокне паян Иван Яковлевич Яковлева халалларĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртса «Йăлтах вĕрентекенĕмĕр çинчен» викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Вун пилĕк вĕренекен хушшинче Алина Силюковапа Настя Кузнецова ыттисенчен нумайрах балл пухса мала тухрĕç, çĕнтерÿçĕ ятне илтме тивĕçлĕ пулчĕç.
Хĕрсем пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренеççĕ, кĕнекепе те питĕ туслă. Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет тесе ахальтен каламан çав. Çĕнтерÿçĕсене Кудряшова Н.К. вĕрентекен пĕчĕк парнесем — кĕнекесем парса чысларĕ.