Иван Яковлев çул-йĕрĕпе: Кăнна Кушкинчен пуçласа Чĕмпĕр шкулĕ таран

Кам вăл Иван Яковлев? Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине çÿле çĕклес тесе тăрăшнă. Çăмăл пулман Аслă çыннăмăра çак пархатарлă та йывăр ĕçе туса пыма. Пысăк тĕллевлĕ, çутă ĕмĕтлĕ çын кăна çав тери пысăк тиевлĕ лава тăвалла туртма, çул уçма пултарать. Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 6 класĕнче вĕренекенсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Шкулта И.Яковлев 170 çул тултарнине халалланă чăваш чĕлхипе литератури эрни пынă май, ачасем Кудряшова Н.К. вĕрентекенпе пĕрле интерактивлă технологи мелĕпе усă курса Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçĕпе кун-çулне Кăнна Кушкинчен пуçласа Чĕмпĕр шкулĕ таранах тишкерсе тухрĕç. Çĕнни, халиччен пĕлменни те чылай тупăнчĕ. Урок усăллă иртрĕ.