«Çăлтăрлă сехет»

 

         Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Сăкăт шкулĕн 10-мĕш класĕнче И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарса «Çăлтăрлă сехет» вăйă-урок иртрĕ. Çак вăййа И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине халалланă. Вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланса тупăшрĕç. Хĕрсен ушкăнĕ аслă вĕрентекенĕмĕре аван пĕлни курăнчĕ. Хĕрÿ ăмăртура вĕсем çĕнтерчĕç.