«Асамлă сăмахлăх ытамĕнче» çул çÿревре

 

Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре ачасен активлăхне ÿстерме уроксенче тата класс тулашĕнчи ĕçсенче вăйă элеменчĕсемпе усă курни те нумай пулăшать. Тĕрлĕ вăйă ачасен вĕренес шухăш – кăмăлне ÿстерет.

Туни кун, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, эрне планĕпе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхи, литература предмечĕсемпе ăмăртусем иртрĕç. 5-мĕш класра, акă, «Асамлă сăмахлăх ытамĕнче» çул çÿрев-вăйă кăсăклă пулчĕ.

Чăвашла калаçма пурте пĕлетпĕр-ха, «сутса ямалла» калаçаятпăр-ши хамăр чĕлхемĕрпе? Ку шая çитме пĕртте çăмăл мар иккен. «Хырăм хыр тăрне кайрĕ» е «пуç тÿпинчен сĕрĕм тухать» тенине илемлĕ литературăпа, халăх сăмахлăхĕпе туслă ача çеç тĕп-тĕрĕс ăнлантарса пама пултарать.

Вăйăра «Чĕкеç чĕпписем», «Туслăх çăлтăрĕ» тата «Асамат кĕперĕ» командăсем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. «Чĕкеç чĕпписем» ыттисенчен ытларах балл пуçтарса мала тухрĕç..