Пĕтĕм чăваш диктанчĕ: ирĕклĕн янăратăрччĕ чĕлхемĕр!

 

       Миçемĕш çул ĕнтĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тăван чĕлхене хисеплесе те юратса Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кăмăл тăваççĕ. Тăван чĕлхерен çепĕççи, унран илемли те хакли урăх çуках çав! Диктанта çырма шкулта пурĕ 60 чăваш хутшăнчĕ: 5-9 классенче маттур вĕренекенсем тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Александр Артемьев çыравçăн «Тăван чĕлхе» прозăлла сăввине хаваспах шурă хут çине шăрçаларĕç. Пĕтĕм чăваш диктанчĕ пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ.

А. С.Артемьев калашле, тăван чĕлхен иксĕлми хăвачĕпе таса илемĕ çултан-çул ÿссех, аталансах пытăрччĕ! Ирĕклĕ çĕршывра ирĕклĕн янăратăрччĕ чĕлхемĕр! Унăн хăвачĕ ан çухалтăр, çултан-çул тĕрекленсе пытăр тесе пурте пĕрле тăрăшар.