Çĕнтерÿ ялавĕ— Сăкăт шкулĕнче

Знамя ПобедыТăван çĕршывăн аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа часах 73 çул çитет. Тăван халăхăн паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе упрас тĕллевпе федераци регионĕсенче «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часовой» патриотла акци пырать.

Патăрьел районĕнче вăл ака уйăхĕн 18-мĕш кунĕнче старт илчĕ. Акă, паян, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çĕнтерÿ ялавĕ Сăкăт шкулне куçрĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен çамрăк армеецсем ăна пирĕн пата тĕрĕс-тĕкелех илсе çитерчĕç.

Çак кун Сăкăт ачисемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿшĕн паттăррăн çапăçнă тăватă çула аса илтерекен çак сумлă ялава пурте пĕрле пуçтарăнса чыслăн кĕтсе илчĕç.

Халĕ шкул тĕпелĕнче Çĕнтерÿ ялавĕ патĕнче çамрăк армеецсен тата волонтёрсен хисеплĕ хуралĕ Асăну вахтинче тăрать. Ыран ăна Сăкăтри каччăсемпе хĕрсем кÿршĕ яла—Тутар Сăкăтне леçĕç.

Тăван халăхăмăрăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăх тĕслĕхĕн астăвăмне сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕç малалла пырать. "Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часовой" акципе çыхăннă мероприятисем кашни шкултах тивĕçлĕ шайра иртĕç.