Авалхи халăх медицини çинчен калаçрĕç

Сăкăт шкулĕн çиччĕмĕш класĕнче вĕренекенсем паян тăван ен культури урокĕнче халăх медицини çинчен калаçрĕç.

Авал пирĕн несĕлсем тĕрлĕ чир-чĕре, инкек-синкеке усал вăйсемпе çыхăнтарнă. Вĕсенчен хÿтĕленмелли пĕрремĕш мел вăл—йăла-йĕркене тĕрĕс тытса пырасси, япăх ĕçрен аякра тăрасси, усал сăмах каласран сыхланасси пулнă. Пирĕн мăн асаттесем ун чухне ытларах инфекци чирĕсемпе кĕрешнĕ. Çав чирсене пула вилекенсем те нумай пулнă.

Паллах ĕнтĕ, пĕри чирлесен теприсем ăна сывалма пулăшнă. Юмăçсем, ăрăмçăсем, вĕрÿçĕсем çынсене тĕрлĕ йывăç-курăкпа сиплеме тăрăшнă.

Пирĕн таврара та эмел курăкĕсем нумай иккен. Алăкран тух кăна—умра ÿсекен кашни курăк мĕн енчен те пулсан усăллă: шăнăр курăкĕ, эрĕм, хупах, вĕлтĕрен... Хăшне-пĕрне ачасем хăйсем те пĕлеççĕ, тата килти ватăсем те ÿсен-тăранпа усă кураççĕ-çке-ха. Тĕрлĕ курăкпа сипленесси паян та чи сиенсĕр тата усăллă мел шутланать. Пирĕн аптекăсенче те типĕтнĕ тĕрлĕ эмел курăкĕ сутаççĕ.

Урок вĕçĕнче Н.К.Кудряшова вĕрентекенпе пĕрле çиччĕмĕшсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: авалхи халăх медицинин мелĕсемпе усă курмалла пирĕн, анчах тухтăрсемпе канашламалли пирки те манмалла мар.