Валентин Урташа халалланă Паттăрлăх урокĕ

Нарăс уйăхĕ —Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисене халалланă уйăхлăх. Çавна май Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче те тĕрлĕ уроксем, ăмăртусем, конкурссем, фестивальсем иртеççĕ.

8 класра, акă, Паттăрлăх урокĕ иртрĕ (вĕрентекенĕ Кудряшова Н.К.). Ăна вилĕме юрăпа çĕнтернĕ паттăра— Валентин Урташ поэта халалларĕç.

1941 çулта нимĕç фашисчĕсем пирĕн Тăван çĕр-шывăмăр çине вăрă-хурахла килсе тапăнсан Валентин Урташ çул çитмесĕрех(хăйĕн тĕрĕс çулне аслăрах кăтартса) салтак шинелĕ тăхăннă. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче хаяр çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă. Сусăрланнă салтак (алăсăр-урасăр, хăрах куçпа) килне таврăнать. Çын куçĕнчен пăхасси уншăн мĕн тери йывăррине поэт хăй çеç лайăх пĕлнĕ, ăнланнă. Тăванĕсенчен, савнă хĕрĕнчен уйрăлса хулана тухса каять чунĕ те аманнă салтак. Йывăрлăха парăнмасăр, малалла талпăнать вăл, литература ĕçне кÿлĕнет, мĕн чухлĕ илемлĕ сăвă-юрă шăрçалать.

«Пурнăçа юратса

Ялйыша юратса,

Аннене макăртса

Эпĕ кайрăм вăрçа»,—

вулаççĕ тăван литература урокĕнче саккăрмĕшсем Урташăн «Пурăнас килет» поэмин малтанхи йĕркисене.

«Мисе хут аманман,

Миçе хут сывалман,

Вилĕмпе вилĕме миçе хут тĕл пулман...»

Паттăрлăх туйăмĕпе, вăйлă тарăхупа, чарăнми ыратупа витерĕннĕ поэма ачасен умне вăрçă хăрушлăхне тепĕр хут кăларса тăратрĕ. Çак произведение сÿтсе яврĕç, вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ытти çыравçăсене те асăнса хăварчĕç. Урташăн «Пурăнас килет» поэмине вара «паттăр салтакăн парăнманлăхне халалланă палăк» тесех хакларĕç.

Юлашкинчен «Паттăрсем ĕмĕрех пулнă, малашне те пулаççĕ» ятлă сочинени çырчĕç.