Салтак пурнăçĕ çинчен калаçу иртрĕ

Салтак … Мĕн тери йывăр салтакăн шăпи . Салтак тата вăрçă сăмахсем пĕр-пĕринпе  тачă çыхăннă. Пире тăшманран хăтарас, ирĕке кăларас тесе мĕн чухлĕ юн тăкнă вĕсем. Выçăллă-тутăллă пурăннă, йĕпе-сапана, сивве пăхмасăр тăшмана хирĕç çапăçнă. Салтакăн тивĕçне лайăх ăнланнă. Вилĕм куçран пăхсан та, каялла чакман, юлашки юн тумламĕччен çапăçнă. Чăн-чăн салтаксем пур чухне пирĕн Тăван çĕр-шыв пĕтмест. Салтак вăл — çĕр-шыв тĕрекĕ. Пирĕн Тăван çĕр-шыв вĕсемпе мăнаçланать. Салтаксен паттăрлăхне курса эпир, çамрăк ăру, Тăван çĕр-шыва юратма, тăван халăха хисепе хума вĕренетпĕр.

    Салтак шăпи çинчен, салтак пурнăçĕ çинчен калаçу иртрĕ паян Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн  6 класĕнче. Вĕренекенсем хамăр ентеш-салтаксене аса илчĕç. Салтак тивĕçне пурнăçлакансем — пирĕн шкулăн вĕренекенĕсем, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хуралта тăраççĕ.  Тăван шкулпа та çыхăну тытаççĕ, тĕл пулусенче те час-часах пулаççĕ. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн малалла  хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă ентешсен йышĕ те пысăк. Пĕлтĕр хĕр ачасемпе арçын ачасем хыпарсăр çухалнă паттăрсем патне çырусем çырнăччĕ.  Халĕ вара чикĕ хуралĕнче тăракан салтаксем  патне саламлă çырусем вĕçтерме калаçса татăлчĕç.