Сăкăтра Кĕлпикесем ăмăртрĕç

kelpike

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Сăкăтри культура çуртĕнче пысăк уяв пулчĕ: Вера Кузнецова йĕркеленипе сцена çинче «Кĕлпике» конкурс иртрĕ.

Кĕлпикисем вара Сăкăт шкулĕн 5-7 класĕсенче вĕренекен хĕр ачасем пулчĕç.

Çамрăк пикесем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарчĕç: хăйсемпе паллаштарчĕç, «Çăмхалан, çăмха», «Асамлă тура», «Çĕнĕ мода- 2018», «Иван Яковлева халалласа» конкурссенче ăмăртрĕç.

Уява 8 класра вĕренекен Настя Кузнецовапа Данил Хитров волонтёрсем килĕшÿллĕ ертсе пычĕç.

Конкурссем ылмашнă хушăра «Çăлкуç» ача сачĕн воспитанникĕсем, «Пёстрая компания» ташă ушкăнĕ, Сăкăт шкулĕнче вĕренекен çамрăк артистсем куракансене юрласа-ташласа савăнтарчĕç.

Уяв пурне те килĕшрĕ. Куракансем тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.