Николай Ёлкин ячĕллĕ черетлĕ волейбол турнирĕ

Волейбольный турнир

 

 


Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕ, Патăрьел районĕ, Сăкăт. Сăкăт шкулĕн спорт залĕнче Николай Александрович Ёлкин тухтăра халалласа черетлĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Ку ĕнтĕ черетпе çиччĕмĕш.

Волейбол площадкинче Н.А.Ёлкин кубокне çĕнсе илессишĕн пурĕ сакăр команда— Сăкăтри икĕ ушкан, Туçари, Шăнкăртамри, «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнчи, Нăрваш-Шăхалĕнчи, Кивĕ Ахпурт,Сĕнĕ Ахпурт спортсменсем тупăшрĕç.

Спорт уявне Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Чернов Л.В. уçрĕ, Николай Александрович Ёлкинăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Патăрьел администраци ертÿçин çумĕ Л.В.Кузнецов , «Красное Знамя» кооператив ертÿçи П.Н.Никифоров, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Е.М. Мартышкин, спорт ветеранĕ И.Ф. Хитров, Вăрнарти больницăн тĕп врачĕ Н.А.Тинюков, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев тата ыттисем те хутшăнчĕç, çывăх çыннăмăрăн, хаклă юлташăмăрăн кун-çулне ырăпа аса илсе ăшă сăмах каларĕç.

Ун хыççăн ăмăрту пуçланчĕ. Спортзала пухăннă халăх чăн-чăн волейбол вăййине курса чун-чĕререн савăнчĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре мала тухса, куçса çÿрекен кубока Кивĕ Ахпурт команди çĕнсе илчĕ. Сăкăтсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, виççĕмĕш вырăна вара «Шăнкăртам» команди йышăнчĕ.

Турнира тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшакансем Николай Александровичăн çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем, пĕлĕшĕсем, кÿршисем пулчĕç. Н.А.Ёлкинăн мăшăрĕпе ывăлĕ— Ольга Григорьевнăпа Саша тата шăллĕн— Юрий Александровичăн çемйи çак уявăн спонсорĕсене тата Сăкăт шкулĕн директорне А.В.Падусева, физкультурăпа ОБЖ учителĕсене— Н.И.Тинюковпа В.В.Анюрова район шайĕнчи ăмăртăва йĕркелесе тивĕçлĕ  шайра ирттерме пулăшнăшăн тав турĕç.

Калас пулать, Ю.А.Ёлкин, «Мастер+» сервис центрĕн ертÿçи пулнă май, хăй те тăван Сăкăт шкулне май пур таран пулăшсах тăрать. Çын мĕнпе халăх хисепне тивĕçме пултарать-ха? Паллах, хăйĕн ырă кăмăлĕпе, чунĕпе- чĕрипе, хăй çинчен манса ыттисемшĕн ырми-канми тăрăшнипе, хăйĕн ĕçне пĕлсе те юратса туса пынипе... Николай Александрович тухтăр пирки те ял, район халăхĕ çакнах калать. Чăн-чăн çынччĕ теççĕ ăна пĕлекенсем. Ĕçчен ентешĕмĕрĕн сăпай та ырă кăмăлне, тараватлăхне патăрьелсем кăна мар, кÿршĕ районсем те манмаççĕ, асрах тытаççĕ, мĕншĕн тесен хăй ĕçне чунтан парăннăскер ку таврари чирлисемшĕн пуриншĕн те чăн-чăн т у х т ă р пулнă çав. Мĕн пултарнă таран пурне те пулăшнă хăй ĕçне лайăх пĕлекен шурă халатлă ăста. Ваттисем калашле, ырă туни çухалмасть. Районта кашни çулах иртекен Н.А.Ёлкин ячĕллĕ волейбол турнирĕ те çакна çирĕплетет.