Аннесен ячĕпе— уяв

Родительское собрание

«Тăван килте анне хĕвел пулса çÿрет, ачасене хĕвел пулса пăхать. Анне çук тăк хĕвел яраймăн ху тĕлне, анне пур тăк чĕрÿне хĕвел кĕрĕ. Виçĕ çулхи хĕр пĕрчи сана пулăштăр, виçĕ çулхи арçын ача сана хÿтĕлетĕр. Амăшĕ ĕçлĕ чух ачи ахаль ан лартăр. Çакна асту: чи лайăххи - ачасене валли. Амăшĕ мĕн чул ĕçленине ача-пăча пĕлсе тăтăр, Вĕсен ĕшеннĕ аллисене, ывăннă куçĕсене курса тăтăр». Ку йĕркесене Г.Н.Волков этнопедагог, академик, чăвашран тухнă аслă вĕрентекен каланă. Чăнах та-çке, чăваш халăхĕ атте - аннене хисеплекен халăх. Вǎл атте – анне сăмахĕнчен иртмен. Аннене ĕмĕр-ĕмĕрех Пирĕштипе танлаштарнă.

Аннесен кунне халалласа тата «Ачасем тата çемье» акцие хутшăнса Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 3 класĕнче вĕренекенсем чи хаклă çынна— Аннене чысласа пĕчĕк уяв хатĕрлерĕç. Аннесене хăнана чĕниччен пĕр-ик кун маларах кашниех хăй амăшĕн портретне ÿкерчĕ. В.Н.Ильина класс ертÿçипе пĕрле выставка йĕркелерĕç. Амăшĕсемшĕн сюрприз пулчĕ ку выставка. Çакăн чухлĕ портрет хушшинче хăйне шыраса тупасси— чăнах та пуç ватмăш пекех пулчĕ. Çамрăк артистсем Юхма Мишши çырнă «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç» юмаха пит маттур выляса пачĕç. Талантлă ачисене курса ларакан аннесен кăмăлĕсем çемçелчĕç, пичĕсем хĕрелчĕç, куçĕсем савăнăçпа çиçрĕç. Тăван тĕпренчĕкĕ хăй амăшĕ çине ăшă та кăмăллă куçпа шанчăклăн та телейлĕн пăхни мĕне тăрать!

«Никама та усал ан ту, ырă тума тăрăш. Ырă туни ахаль çухалмĕ, хăвăн патна таврăнĕ»,— пĕтĕмлетрĕç ачасем. Эппин, пурнăçра ырă ĕç тума тăрăшмалла.

Уяв пурне те килĕшрĕ.