Ăмăртура вăйлисем палăрчĕç

shashki  

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче шашкăлла вылякансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Турнирта 6-8 классен командисем пулчĕç. Кĕçĕннисем хăйсенчен аслăраххисене çĕнтерни сайра тĕл пулать. Хальхинче шăпах çапла килсе тухрĕ: малти вырăна 6 класс шашисчĕсем йышăнчĕç. Çиччĕмĕшсем саккăрмĕшсемпе иккĕмĕш вырăншăн тупăшрĕç, çĕнсе илчĕç-илчĕçех.

Паллах, ăмăртура вăйлисем палăраççĕ. Харкам хăйшĕн выляса хĕр ачасем хушшинче Вера Тинюкова(8 класс) çĕнтерÿçĕ пулчĕ, 6 класри Таня Правитель 2-мĕш, Надя Тинюкова вара— 3-мĕш. Арçын ачасем хушшинче 1-2 вырансене Коля Сурковпа(6 класс) Дима Кушников(7 класс) пайларĕç, 3-мĕш вырăнта Кирилл Елагин(6 класс).