Хĕр ачасен алли çăмăл пултăр!

Вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕ пуçланчĕ. Маттур шкул ачисемшĕн хĕрÿ тапхăр: район шайĕнче иртекен олимпиадăсенче хамăр вăя, тĕрĕсрех каласан, пĕлĕве тĕрĕслесси, ытти тăрăшуллă та хастар хĕрсемпе каччăсем хушшинче пуласси, вĕренÿри пултарулăхпа палăрасси...

Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те пысăк тĕллевлĕ: тăван шкул ятне ярас марччĕ, ыттисенчен кая юлас марччĕ, малтисен ретĕнче пуласчĕ, хамăра ырăпа палăртасчĕ. Акă, чăваш чĕлхипе литературине тăрăшса вĕренекенсем хăйсене тĕрĕслерĕç те ĕнтĕ. Тăрăшсах хатĕрленни харама каймарĕ темелле— олимпиадăран хĕрсем лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç. Женя Мердина, Алина Силюкова, Настя Скрипкина, Настя Анюрова, Алина Анюрова — пурте малтисен ретĕнче (вĕрентекенĕсем— Е.В.Анюрова, Н.К. Кудряшова). Вĕренÿре çеç мар, шкулта, шкул тулашĕнче, районта иртекен чылай мероприятисене те хутшăнаççĕ вĕсем, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Ахальтен –им вĕсем пурте волонтёрсем!

Шкулĕпех саламлатпăр маттур çамрăксене. Хĕр ачасен алли çăмăл пултăр!