Регион шайĕнчи фестиваль-конкурса эпир те хутшăнтăмăр

Тин кăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе Раççей вĕренÿ академийĕн академикĕ, этнопедагог Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ иртрĕ.

Фестиваль-конкурс Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкулĕнче пулчĕ. Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ те çак регионсем хушшинче иртекен фестивале хутшăнчĕ: Е.В. Анюрова вĕрентекен «Г. Н. Волковăн пултарулăхĕ тăрăх буклет туса хатĕрлерĕ, 8 класра вĕренекен Анастасия Кузнецова (вĕрентекенĕ Н.К.Кудряшова) «Г. Н. Волковăн хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ иллюстрацисем» номинацире Анне сăнарне уçса пачĕ. Комисси членĕсем çĕр ытла иллюстраци хушшинче Настьăн ĕçне 3-мĕш вырăн парса хакланă.

Маттур, Настя. Санăн çитĕнĕвÿсемшĕн савăнатпăр. Малашне те пулччăр вĕсем, ăнăçу сунатпăр!