Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади.

      Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче чăваш чĕлхи, литератури тата культурипе «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади» ирттерчĕç. Олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7–9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
       Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансем Патăрьел районĕнчи Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкултан та пулчĕç. Интернет-олимпиада онлайн йĕркипе иртрĕ. Уйăрса панă вăхăтра, 60 минутра, вĕренекенсем олимпиада ыйтăвĕсене хуравлама пултарчĕç, хăйсен тавракурăмне, пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Шкул ачисем хаваспах олимпиадăн ĕçĕсене пурнăçларĕç. Олимпиадăн йĕркисене пăхăнса пыма вара ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем пулăшрĕç.
       Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади ăнăçлă иртнине палăртас, ачасемшĕн те вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулнине шанас килет. Ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунатпăр, çĕнтерÿçĕсем пуласса шанатпăр!