Теннисла вылякансен ăмăртăвĕ иртрĕ

Кăштах пушă вăхăт тупăнсанах, тăхтавра та, уроксем хыççăн та, Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн кану кĕтесĕнче вырнаçтарнă теннис сĕтелĕ тавра ачасем пуçтарăнаççĕ. Паллах ĕнтĕ, кунта ытларах вăтам классенче вĕренекен арçын ачасемпе хĕр ачасем. Вăйă йĕркине физкультура учителĕсемпе пĕрле вылянă маях хăнăхаççĕ вĕсем , тепĕр чух вĕренекенĕ хăйĕн вĕрентекенне çĕнтерни те пулкалать. Хĕр ачасем вара сĕтел пушанасса вăрттăн сăнаççĕ, май килсенех çак кăсăк вăййа пуçăнаççĕ.

Паян, акă, Анюров В.В. вĕрентекен ертсе пынипе шкулта ăмăрту иртрĕ. Теннис турнирне 6-7, 8-9, 10-11 классен командисем хутшăнчĕç. Малти вырăнсене 10, 8 тата 6 классен спортсменĕсем çĕнсе илчĕç.

Кĕçех район шайĕнче те теннисла вылякансен ăмăртăвĕ иртмелле. Çак вăйăра палăрнисем шкул чысне хÿтĕлĕç.