Тĕп-тĕрĕс: кире пуканĕн спортĕнче вăйлисем çеç!

Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем тăван республикăра тухса тăракан "Тантăш" хаçатпа туслă. Акă, почтальон хаçатăн çĕнĕ номерне кÿрсе хăварчĕ. Çĕнĕ кăларăм тÿрех çамрăк вулакансен аллине куçрĕ. "Кунта пирĕн шкулти спортсменсем çинчен те çырнă-çке!"— терĕ аслă вожатăй Ю.Г.Падусева хăй тавра пуçтарăннă ачасене. "Сасăпах вулăр-ха, сасăпах! "— сиксе ÿкрĕç арçын ачасемпе хĕр ачасем. Савăнăçлă хыпара пурин те часрах пĕлес килчĕ.

Юпа уйăхĕн 20-22 мĕшĕсенче Шупашкарти "Спартак " спорт шкулĕнче кире пуканне йăтакансен "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пĕтĕм Раççей шайĕнчи турнирĕ иртнĕ. Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн спортсменĕсем Игорь Алексеевпа Анатолий Милов (тренерĕ Алексей Алексеев) çак ăмăртуран пысăк кăтартусемпе таврăннă: 24 кг таякан кире пуканне икĕ алăпа йăтса тăваттăмĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă.

Каччăсем час-часах район тата республика шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Игорь 9 класра вĕренет, Анатолий вара — 11 класра. Пĕчĕкренпех спортпа туслă кÿршĕсем, портфолиора та ытларах кире пуканĕ йăтса малти вырăнсене çĕнсе илнĕшĕн тивĕçнĕ мухтав хучĕсем, медальсен шучĕ те ÿссех пырать. Йĕкĕтсем иккĕшĕ те волонтёрсен ретĕнче!

Сăкăт шкулĕ хăйĕн вăйлă маттурĕсемпе мăнаçланать. Тĕп-тĕрĕс: кире пуканĕн спортĕнче вăйлисем çеç!