Буклетсенче — çамрăксен ырă тĕллевлĕ шухăшĕ-кăмăлĕ

Сывлăх— чи хаклă пуянлăх. Сывлăха упрассине паян эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Уроксенче те, класс тулашĕнче иртекен ĕçсенче те çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хускатаççĕ Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем.

"Спорт! Çамрăклăх! Сывлăх!" —çак ятпа район шайĕнче иртнĕ буклетсен конкурсĕнче Сăкăт шкулĕн тÿпи те пысăк. 8 класра вĕренекен Лилиана Чернован буклечĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. 11 класра вĕренекен Алина Анюрован ĕçĕ те призёрсен ретĕнче. Алина та, Лилиана та — хастар волонтёрсем. Вĕсем спортпа та туслă, вĕренÿре те маттур, шкул тата ял пурнăçĕнче те активлă. Буклетсенче те çамрăксен ырă тĕллевлĕ шухăшĕ-кăмăлĕ уççăнах палăрать.

Шкул çĕнтерÿçĕсене саламлать, малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунать.