Улттăмĕшсем хаваслă канчĕç

"Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса тата каникул кунĕсене хаваслă та усăллă ирттерес тĕллевпе Сăкăт шкулĕн 6 класĕнче вĕренекенсем паян 9 сехете тăван шкула пуçтарăнчĕç. Кун йĕркинче палăртнă тăрăх, паян вĕсен теннисла вылямалла. Малтанах класс ертÿçине Н.Ф.Лукьянована судья -тÿре пулма суйларĕç, ун хыççăн икĕ командăна пайланса ăмăрту пуçларĕç. Паллах, хĕр ачасем кăшт вăйсăртарах пулчĕç, апла пулин те арçын ачасем вĕсене канаш парса пулăшса пыни вăййа хаваслăх кÿчĕ. "Victoria" тата "Ракетка"командăсем хушшинчи хĕрÿ кĕрешÿ-ăмăрту 4:1 шутпа вĕçленчĕ. Ятне кура "Victoria" çĕнтерчĕ. Улттăмĕшсем хаваслă канчĕç.