Кĕркуннене халалласа— хаçатсем

Кĕркунне— çулталăкăн чи пуян вăхăчĕ. Ылтăн тĕспе тумланнă Кĕр пике Хура Кĕре çул парать. Çумăрлă-юрлă кунсен ĕречĕ тăсăлать-тăсăлать...

Мĕнле пулсан та, çулталакăн кашни вăхăчĕ хăйне май илемлĕ те асамлă. Кĕркуннене халалласа, савса та юратса Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем тăрăшсах стена хаçачĕсем кăларчĕç. Чăвашла та, вырăсла та,акăлчанла та кĕркуннене мухтаççĕ ачасем хăйсен сăвви-калавĕсенче... «Кĕр парни», «Кĕркунне юмахĕ», «Листопад», « Непогодушка», «Золотая осень», «Гости Осени», «HellO , AUTUMN!». Хаçатсен конкурс ĕнче 6 тата 8 классен хаçачĕсем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.