Концерт килĕшрĕ

 

      Ылтăн кĕркунне пурне те хăй ытамне йыхăрать, йĕри-тавра — асамлăх тĕнчи... Сарă, хĕрлĕ, кĕрен... темĕнле тĕс те пур иккен мăнтăркка Кĕркуннен. Йывăçсене ытарми эрешпе капăрлатать. Тавралăха хĕвел хăйĕн перекетлĕ ăшшине сапаланă чухне Кĕркуннен кашни кунĕ — хăйне евĕр уяв.

        Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те кĕрхи уявсене халалласа концерт хатĕрлерĕç. Сăвă-юрă та, ташă та, сценка та пулчĕ сцена çинче, вĕсем пурте вĕрентекенсем, атте-анне, Тăван çĕршыв çинчен. Куракансен пĕр пушă вăхăт та пулмарĕ, номер хыççăн номер—алă çупса кăна ĕлкĕр. Кашни класс хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, концерта Настя Кузнецовапа Алина Силюкова вĕренекенсем пит маттур ертсе пычĕç. Концерт пурне те килĕшрĕ.