Уроксем хыççăн: Пуканесен театрĕ феерверка хатĕрленет

  

       Уроксем хыççăн Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 2—5 класĕсенче вĕренекенсем Культура çуртне васкаççĕ. Хăйсем ăсталанă пуканесене калаçтараççĕ, выляттараççĕ маттур та пултаруллă арçын ачасемпе хĕр ачасем.

      Темиçе çул ĕнтĕ ку театра Вера Федоровна Кузнецова ертсе пырать. Çак Юхма Мишши ячĕллĕ Пукане театрĕ çĕнĕ репертуар хатĕрленĕ. «Кушакпа автан», «Тăватă тус» (авторĕ Петĕр Львов çыравçă) — нумаях пулмасть куракансем умне кăларнă юмахсем. Халĕ вара çамрăк артистсем Юхма Мишшин «Качакапа унăн тусĕсем» юмахне сцена çинче лартма хатĕрленеççĕ. Унпа вĕсем çывăх вăхăтра Шăмăршăра иртекен Юмахсен феерверкне хутшăнасшăн.