"Вут-кăвартан сыхланар" темăпа класс сехечĕсем иртрĕç

Çулăм — этемĕн тусĕ. Унсăрăн çынсем апат та пĕçерсе çиеймĕç, хурçă та шăратаймĕç. Карапсем те космоса çулăм пулăшнипех вĕçеççĕ... Пурнăçра вара тепĕр майлă та килсе тухма пултарать—çулăм хăрушă тăшмана çаврăнать. Кĕске вăхăт хушшинче — самантрах мĕн пуррине кĕле çавăрать.
Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче "Вут-кăвартан сыхланар" темăпа класс сехечĕсем иртрĕç. Класс ертÿçисем ачасемпе вут-кăвар этемĕн пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ан ÿкертĕр тесен хамăра мĕнле тытмалли çинчен калаçрĕç, йĕркене пăхăнмалли пирки тепĕр хут ас тутарчĕç.