Сăкăт шкулĕнче шăнкăрав шăнкăртатрĕ

 

   

      Хаваслă çуллахи каникул кунĕсем хыçа юлчĕç. Каллех кĕркунне алăкран шаккарĕ. Кĕркунне пуриншĕн те ĕçлĕ тапхăр. Ачасемшĕн те, акă, паянтан çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче те, ытти нумай-нумай шкулти пекех, аван уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Пĕлÿ кунĕ иртрĕ.

Капăр çĕнĕ шкул. Шап-шур саппунлă, чип-чипер тумлă та хĕвел питлĕ хĕр ачасемпе арçын ачасем, хавас сăн-питлĕ вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ, хăнасем— пурте шкул умне пуçтарăннă. Куçа илĕртекен чечек çыххисем, савăк сан-питлĕ ача-пăча , хаваслă юрă-кĕвĕ — пурте чăн-чăн уяв иккенне палăртаççĕ.

Уява Сăкăт шкулĕ Тăван çĕршыв гимнĕпе уçрĕ. Чи малтанах шкул директорĕ сăмах илчĕ, А.В.Падусев иртнĕ вĕренÿ çулне "пиллĕк" паллăсемпе вĕçленĕ ачасене Мухтав хучĕсемпе чысларĕ. Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.В.Чернов çĕнĕ вĕренÿ çулне тата пысăкрах çитĕнÿсемпе вĕçлеме ăнăçу сунчĕ. "Красное Знамя" хуçалăх ертÿçи П.Н.Никифоров кашни çулах каникулта уй-хир ĕçĕнче пулăшнă хастарсене чыслать. Халĕ те чылай ачана парнесемпе савăнтарчĕ. "Россельхозбанкăн" Патăрьелĕнчи филиалĕн управленийĕн ĕçченĕ С.В. Иванова ăшшăн саламлани те ачасене питĕ килĕшрĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те, аслă ăрури вĕрентекенсем шкула час-часах килсе çÿрени, тăван шкулăн кулленхи пурнăçĕпе интересленни питех те савăнтарать. Хăнасен ячĕпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Сăкăт шкулĕн Хисеплĕ директорĕ И.Н.Ильин пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, вĕренÿре çитĕнÿсем сунчĕ.

Паллах ĕнтĕ, Пĕрремĕш шăнкăрав 11 класра вĕренме пуçлакансемшĕн юлашки пулĕ. Хумханаççĕ вĕсем, пăлханаççĕ. Виçĕ хĕрпе пилĕк каччăшăн яваплă тапхăр пуçланчĕ те темелле, мĕншĕн тесен ку çул вăл питĕ хăвăрт иртсе кайĕ, çаплах экзаменсен вăхăчĕ те çитсе тăрĕ.

1-мĕш класа вĕренме килекен пĕчĕк хĕр ачасемпе арçын ачасемшĕн вара çак кун яланлăхах асра юлмалли асамлă самант пулса юлчĕ: кĕмĕл саслă шăнкăрав кашни пĕчĕк алăрах сасă пачĕ.

Шăнкăрав сасси майĕпе аслисем кĕçĕннисене пĕрремĕш урока ертсе кайрĕç. Вун тăватă шăпăрлан пĕрремĕш хут парттă хушшине ларчĕ. Вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕ Г.И.Муллина çăлтăр куçлă пĕрремĕшсемпе пĕрремĕш урок ирттерчĕ.