Лагерьте çамрăк журналистсем ĕçлерĕç

 

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче «Хĕвелпи» кану лагерĕ ĕçлет.  Тăххăрмĕш çул ĕнтĕ  ачасем Хĕвелпипе пĕрле  канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ вăй пухаççĕ. Çĕртме уйăхĕ шкулта кĕçĕн çулхи ачасен хаваслă шавĕпе тулать.

Чăнах та, пушă вăхăт сахал пулать ачасен. Кашни кунах çĕнĕлĕх кĕтет, мĕншĕн тесен кашни кунăн уйрăм ячĕ—теми пур. Канакансем  воспитательсем ертсе пынипе кашни кун пĕр станцире пулаççĕ, тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, ăмăртаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ … Кун вĕçĕнче станци ĕçне пĕтĕмлетнĕ хыççăн кашни отряд  портфолио валли грамота илет. Папкăсем аванах хулăнланчĕç  ĕнтĕ.

—Паян пирĕн Хĕвелпие курма  журналистсем  килсе çитрĕç,— пĕлтерчĕ ирхи  линейкăра Алевтина Анюрова воспитатель. — Вĕсем кунти пурнăçпа питĕ интересленеççĕ.  Пирĕн лагерьти пĕр кун çинчен çырасшăн. Эпир вара хамăр пултарулăха , тавçăрулăха кăтартăпăр. Çавăнпа та малтан паян мĕн-мĕн тумаллине планлăпăр.

Журналисчĕсем вара лагерь ачисем хăйсемех пулчĕç кайрĕç. Вожатăйсем пулăшса пынипе тĕрлĕ ăмăртусем, конкурссем те хаваслă иртрĕç. Кивĕ журналсенчи ÿкерчĕксенчен, сăмахсенчен , сас паллисенчен наборланă кăсăклă хаçатсем те кун çути курчĕç. Интервью та пулчĕ, статья та калăпланчĕ…  Лагерьте тепĕр кун иртни сисĕнмерĕ те.