КАМАЗшăн— Хисеп хучĕ

               
               Çу уйăхĕн 13 кунĕнче Патăрьел районĕнче "Камаз" Чăваш çĕр-шывĕнче" конференци иртрĕ. «КАМАЗ – лучшая машина, и она – непобедима!» ятпа районта кĕçĕн çулхи тата вăтам çулсенчи çамрăк ÿнерçĕсем хушшинче конкурс иртрĕ. Чылай ача хутшăнчĕ унта. Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те 6 ĕç тăратрĕç конкурса. 7 класра вĕренекен Настя Кузнецован ÿкерчĕкĕ призёрсен ретне лекме пултарчĕ, Хисеп грамотине тата пĕчĕк парнене тивĕçрĕ.
                 Çак сăпайлă, ĕçчен те тăрăшуллă хĕр ача вĕренÿре те маттур,тĕрлĕ конкурссене те час-часах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.