Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче сăвă калама, юрлама-ташлама маçтăррисем вĕренекенсем хушшинче чăнахах та нумай. Район шайĕнче иртекен конкурссенче час-часах малти вырăнсене те йышăнаççĕ вĕсем, пушăлла таврăнмаççĕ. Спектакльте артист пулса выляс енĕпе вара мĕнле-ши? Пултаруллисене шыраса тупса палăртас, малалла аталантарас тĕллевпе шкулта «Эпир – сцена ăстисем» конкурс иртрĕ. Ăна Экологи тата Ашшĕ-амăшĕн çулталăкне те халалларăмăр. Сцена çинче выляма суйласа илнĕ хайлавсем те шăпах çут çанталăка упрас, тăван тавралăха пуянлатас, çемьери ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинчи йывăрлăхсене татса парас ыйтусем тавра пулчĕç.
Палăртнă кун уроксем хыççăн ачасемпе вĕрентекенсем пысăк зала пуçтарăнчĕç, 1-8 классенчи артистсем хатĕрленĕ инсценировкăсене чăтăмсăррăн кĕтрĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. Сцена çине малтан кĕçĕннисем, кайран аслăраххисем тухрĕç, куракансене култарчĕç, савантарчĕç. Уйрăмах 2 тата 5 классенчи артистсем маттурри палăрчĕ. Ыттисем те аван вылярĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Жюри артистсен ĕçĕсене тĕрлĕ номинацисемпе хакларĕ, ку конкурса татах та ирттермеллине палăртса хăварчĕ.