Çĕнтерÿ ялавĕн копийĕ — Сăкăт шкулĕнче

Асаттесемпе кукаçейсем, пиччесемпе аппасем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилĕмрен хăрамасăр,  тăватă çул хушши юн тăкса тăшман çĕрĕнче— Берлинта Çĕнтерÿ тунă. Рейхстаг çине пирĕн салтаксем Çĕнтерÿ ялавне хăпартса хунă.
Çак Çĕнтерÿ ялавĕн копийĕ  Сăкăт ялĕнче Парадра пулчĕ. Чыслă та сумлă Ялава кунта Сăкăт каччи, хамăр шкулăн выпускникĕ запасри полковник Гусаров Вячеслав Петрович Мускавран илсе çитернĕ. Парадра  Çĕнтерÿ ялавĕ пуриншĕн те чăн-чăн хаклă Хăна пулчĕ. Халĕ вăл Сăкăт шкулĕн музейĕнче вырăн тупрĕ. Малашне вăл кашни çулах Çĕнтерÿ уявĕнче халăхпа пĕрле Парада тухĕ.