Çĕнтерÿ кунне уявларăмăр

 

 

       Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитрĕ. Çак аслă та хаклă Кун ячĕпе Сăкăт ялĕнче чăн-чăн уяв иртрĕ. Ирхине 9 сехет тĕлне ял варрине шкул ачисем, ял халăхĕ, хăнасем пуçтарăнчĕç. Хисеплĕ вăрçă ветеранĕ Алексей Иванович Евграфов, салтак арăмĕсем, салтак ачисем, вăрçă вăхăтĕнче фронтшăн вăй парса ĕçленĕ ял ваттисем хисеплĕ хăна вырăнне йышăнсан Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.В.Чернов митинга уçрĕ, çак уяв кашни килшĕн, кашни çыншăн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ. 
        Уява чĕннĕ хăнасем: Патăрьел администрации пуçлăхĕн советникĕ, СХПК «Красное знамя» хуçалăх ертÿçи П.Н.Никифоров, районти депутатсен собранийĕн депутачĕ Ю.Ф.Чернов, Сăкăтра çуралса ÿснĕ, халĕ запасри подполковник А.П.Казачков, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев — пурне те Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç, вăрçă асапĕ витĕр тухнă ватăсене тав сăмахĕ каларĕç. Вăрçă ветеранĕ А.И. Евграфов  та Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ял-йыша ăшшăн саламларĕ. 
Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне 7-8 класс хĕрĕсем литмонтаж хатĕрленĕ.
          Малалла Парад пуçланчĕ. Ăна Сăкăт шкулĕнчи ОБЖ преподавателĕ Тинюков Н.И. çÿллĕ шайра ертсе пычĕ. Çамрăк армеецсем хăйсен маттурлăхне, пултарулăхне кăтартрĕç . Парад хыççăн ял варринчи вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче шăплăх саманчĕ иртрĕ.  Шкул ачисем палăк умне чечексем хучĕç... Ун хыççăн Сăкăт шкулĕн пысăк залĕнче концерт пулчĕ. Концертра ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем, «Ман килес» ушкăн тата шкул ачисем сăвă-юрăпа саламларĕç.
Паянхи таса тÿпешĕн, тăнăç пурнăçшăн, эпир çак пурнăçра пурришĕн çĕре çити тайма пуç  вăрçă паттăрĕсене.