Чăваш чĕлхине халалласа

   

Атте – анне сăнарĕ кашни çын чĕринче чи сăваплă вырăн йышăнать. Атте – анне пурри пуянлăх, телей, чун ăшши. Хамăраç уратса ÿстернĕ атте – аннерен пахи никам та çук. Вĕсем пире ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕçине тăратнă, эпир ача чухне куç хупмасăр юрă юрласа, юмах каласа, сăпка сиктерсе çывăрттарнă. Килте е урамра мĕнле те пулин ыйту, татса парайман шухăш – тĕллевç уралсанах атте – анне пире яланах канаш – сĕнÿ парать. Вĕсем хăйсен ачисене нихăçан та усалс унмаççĕ.

6 класра, чăваш литератури урокĕнче, сăмах çĕр çинчи чи çывăх та чи хаклă çыннăмăрсем çинчен пулчĕ.Çавăн пекех. Вĕрентекенпе ачасем атте-анне çинчен калакан халап-юмахсене те пăхса тухрĕç. Урок вĕçĕнче вĕсем атте-аннене хисеплемеллине, упрамаллине, йывăр вăхăтра вĕсене пулăшмаллине ăнланчĕç.

6 класра Яковлев мăнукĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса та "вăй виçсе" ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене шĕкĕлчерĕç. Хăш-пĕрин пĕлтерĕшĕ пирки тавлашса та илчĕç. Ăмăртура хĕрачасен ушкăнĕ ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлни палăрчĕ.

Чăваш чĕлхикунне халалласа 6-9 классем хушшинче экспресс-вăйă иртрĕ. Вĕренекенсем «Çутçанталăк тата эпир», «Тăван кил ăшши-атте-анне ăшши», «Чĕлхе-халăх мулĕ», «Тăван хулана пĕлетĕр-и?», «Пирĕн пултарулăх» станцисенче ăмăртрĕç.  Чи тавçăруллисем  9а класс хĕрĕсем пулчĕç. 8, 9б классем вара - призёрсем , 6-7 классем те вĕсенчен кая юлмарĕç.