Ака уйâхêн 21- мêшêнче Сâкâтри пêтêмêшле вâтам пêлÿ паракан шкулта чâваш чêлхи вêрентекенêсем 5-8-мêш класра вêренекенсем хушшинче сâвâçсен тупâшâвне ирттерчêç. Ачасем чâваш поэчêсен атте - анне çулталâкне халалласа çырнâ сâввисене тâрâшса, чун-чêререн хавхаланса вуларêç, итлесе ларакансене чâвашла илемлê вуласа тêлêнтерчêç. Çак тупâшâва çамрâк вулавçâсем тâрâшса хатêрленчêç, малти вырâна йышâнма êмêтленчêç. Тупâшу çуллê шайра иртрê.