«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017»

 

   2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе.
Диктанта «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» тÿрĕ эфирĕсенче 13.00 сехетрен итлесе çырма пултаратăр. Диктант бланкнеhttp://www.chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dictant2017@yandex.ru .
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие   шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын хутшăнасса кĕтетпĕр.