Вĕрентекенсем те медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç.

 

   Ака уйăхĕн юлашки эрни алăк умне çитрĕ те. Кĕçех çу уйăхĕ пуçланать. Систермесĕрех çуллахи каникул кунĕсем те çитĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли шкулта кану лагерĕ пуçланать. Унччен вĕрентекенсен тĕрлĕ ĕçсем тумалла, санитарипе гигиена правилисене тепĕр хут пăхса тухмалла, вĕренмелле.Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Халĕ малалла ачасене йышăнма хатĕрленес пулать.