"Пирĕн юратнă сăнарсем" ÿкерчĕксен куравĕ

 

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче тăван литературăна юратакансен кĕтесĕ пур. "Кăмăлтан​" ятлă вăл. Кунта вĕренекенсенсен чăваш чĕлхипе, тăван литературăпа çыхăннă тĕрлĕ ĕçĕсене курма пулать. Акă, халĕ те, "Пирĕн юратнă сăнарсем" ÿкерчĕксен куравĕ йĕркеленчĕ. Н.К.Кудряшова вĕрентекенпе пĕрле 5 класс хĕр ачисемпе арçын ачисем хăйсем вĕреннĕ литература хайлавĕсене тишкерчĕç, аса илчĕç. Çапла вара килĕшекен сăнарсем те куç умне тухрĕç, хут çине те наччас ÿкерĕнчĕç. Пĕр-пĕрне хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн çамрăк художниксем курав йĕркелерĕç. Ан тив, ытти классенче вĕренекенсем те вĕсен ăсталăхне курса савăнччăр!