Сăкăт шкулĕнче тăван чĕлхепе литература эрни пырать

 

       

       Кăçал Чăваш Республикинче Аттесемпе Аннесен  çулталăкне ирттерме палăртнăран тата Патăрьел районĕ йĕркеленсе кайнăранпа 90 çул çитнине уявласа, çавăн пекех Раççейре Экологи çулне ирттернĕ май, эпир те  чăваш чĕлхи эрнин ĕç йĕркине çак паллă çулсемпе çыхăнтарса тĕрлĕ ăмăртусемпе вăйăсем, конкурссемпе викторинăсем кĕртес терĕмĕр.   

     Анюрова Е.В.вĕрентекен ертсе пынипе 8 класра чăваш чĕлхи эрнин пĕрремĕш кунĕнчех   «Тăван чĕлхе, эс – вĕçĕмсĕр тĕнче!» ăмăрту иртрĕ. «Чĕкеçсем» тата «Çÿлевĕçсем» хавхалансах ăмăртрĕç, çак тупăшура хăйсен пĕлĕвне виçрĕç. Синонимсен тĕнчинче те пулчĕç, тупмалли юмахсен вăрттăнлăхĕсене те шырарĕç, ваттисен сăмахĕсене те тишкерчĕç, ытарлă ыйтусем çине те хуравларĕç. Ăмăртура туслăх çĕнтерчĕ. Ачасем те питĕ кăмăллă пулчĕç. Хăйсем чĕлхене аван пĕлнĕшĕн савăнчĕç.  

П.П.Хусанкай чăваш халăх сăвăçине чысласа 10 класра «Петĕр Хусанкай-чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Вĕренекенсем хамăрăн юратнă поэта аван пĕлни курăнчĕ. Урок  П.Хусанкайăн «Эпир пулнă,пур пулатпăр!» сăввипе вĕçленчĕ.  

  Сăкăт шкулĕнче вĕренекен тутар ачисем те  "Çăлтăрчăк" ăмăртура вăй виçрĕç, тăванла чĕлхене пĕлни вĕсемшĕн те кăсаклă пулчĕ. 

Эрне малалла тăсăлать.