Мăнкун эрнине халалласа

 

Мăнкун эрнине халалласа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем шкулта, районта иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнса сувенирсем, сăн ÿкерчĕксем, ÿкерчĕксем, открыткăсем ăсталарĕç. Малти вырăна çĕнсе илме пултарнă лайăх ĕçсене районта иртекен конкурссене тăратнă-ха, çамрăк ăстаçăсем комисси членĕсем пĕтĕмлетÿ тăвасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. 

     Акă, 7 класра вĕренекенсем Кудряшова Н.К. вĕрентекенпе пĕрле тăван ен культури урокĕнче çак аслă уявăн кунулне тĕпчерĕç, уява халалласа «Мăнкун çитрĕ» плакатсем хатĕрлерĕç. Пурне те уяв ячĕпе саламласа вĕсене шкул коридорĕнчи «Кăмăлтан» пултарулăх кĕтесĕнче вырнаçтарчĕç. Ăстисем те хăйсен ĕçĕсемпе кăмăллă, куракансен те кăмăлĕсем савăк. 

   

        ФОТОАЛЬБОМ