Пирĕн малашлăх сывлăхлă пултăр!

   

Çемье тĕрекĕ, ачасен пуласлăхĕ, çĕр-шыв малашлăхĕ - çирĕп сывлăхлă çынсенче. Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пÿрнăçпа телейлĕ пурăнма пултарать, çавăнпа та сывлăх теми шкул пурнăçĕнче хальхи вăхăтра тĕп темăсенчен пĕри. Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем çак кунсенче "Сывлăх— чи хаклă пуянлăх" пĕтĕмлетÿллĕ ятпа стена хаçачĕсем кăларчĕç.  Хаçатсен ячĕсем тĕрлĕрен пулсан та,  пурин те пĕр тĕллев — сывлăха упрама вĕренесси. Киревсĕр йăла-йĕркене пурин те сивлемелле, ыррине— мухтамалла. Пирĕн малашлăх сывлăхлă пултăр! 

      ФОТОАЛЬБОМ