«Манăн сывлăх камăн аллинче-ши?»

       

  

«Манăн телей   манăн алăра» тенине час-часах илтме пулать. «Манăн сывлăх вара камăн аллинче-ши?» — çак ыйтăва хуравлас тесе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 5 класĕнче вĕренекенсем пурте пĕрле тĕпчев ĕçĕ ирттерес терĕç. Ыйтăва тĕрлĕ енчен тишкерчĕç: пĕчĕк çын мĕнле атте-аннерен çуралать, ун йĕри-таврашĕнчи экологи, пурнăç йĕрки, сывлăх хуралĕн пулăшăвĕ… Чăнах та, анлă ыйту. Шырамалли-шухăшламалли те нумай. Пиллĕкмĕш класăн ертÿçи Надежда Федоровна Лукьянова информатика учителĕ пулни хăех мĕн тери пысăк пулăш — интернет урлă статистика кăтартăвĕсемпе паллашрĕç çамрăк тĕпчевçĕсем. Тĕрĕс хурав патне унсăрăн епле çитĕн? Шырарĕç, тупрĕç, сÿтсе  яврĕç, пĕтĕмлетÿ те турĕç.

Паян пирĕн умра анлă пĕлтерĕшлĕ икĕ проблема палăрса тăрать: пĕрремĕшĕ, эпир пурăнакан Çĕрĕн сывлăхĕ хавшани, иккĕмĕшĕ, çак çĕр çинче пурăнакан çынсен сывлăхĕ начарланни. Тулли пурнăçпа савăнса пурăнас тесен хамăра та упрамалла иккен, хамăр пурăнакан Çĕре те сыхламалла иккен пирĕн..