Шкул тухтăрĕ класс сехетне килчĕ

     Кртина Полина Петровна медсестра Сăкăт шкулĕнче хальтерех кăна ĕçлеме пуçланă-ха, апла пулин те ачасемпе час-часах тĕл пулса калаçусем ирттерет, тепĕр чухне класа та килет. Паян та , акă, вăл пĕрремĕшсем патĕнче пулчĕ, ачасемпе Сывлăх çинчен калаçрĕ. Унтан çул-йĕр çинчи хăрушсарлăх çинчен калаçу ирттерчĕ. Класс ертÿçи А.В.Анюрова пулăшнипе ачасем "Полици тата ачасем" ÿкерчĕксен конкурсне те йĕркелерĕç. Ÿкерчĕксене пурте пĕрле пăхса тухрĕç, хакларĕç.