Кашни çыннăн чи малтан сывлăх çинчен шутламалла. Унран хаклă пуянлăх çук. Сывлăхлă пуласси хамăртанах килет. Сывă пурнăç йĕркипе туслă пулмалла — çакна кашни шкул ачиех пĕлет.
«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» икĕ уйăхлăх ячĕпе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ, ăмăртусене, конкурссене, проектсене хутшăнаççĕ. Акă, ака уйăхĕн 6 мĕшĕнче,7 тата 8 классенче вĕренекенсем уроксем пĕтсенех спортзала пухăнчĕç. «Шÿтле-шÿтле ăмăртар, шÿтле-шÿтле мала тухар!»—хаваслăхпа пуçланчĕ «Хаваслă старт» вăйă-ăмăрту, тăрăшшĕпех хаваслă пулчĕ, хаваспах вĕçленчĕ. Командăсем иккĕшĕ те спорт вăййисенче хастар та маттур пулчĕç. «Саккăрмĕшсем» ушкăн шÿтле-шÿтлех çĕнтерчĕ, «Çиччĕмĕшсем» ушкăн шÿтле-шÿтлех выляса ячĕ. Апла пулин те, çамрăк спортсменсем малашне те тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
ФОТОАЛЬБОМ