«Хамăр çинчен хамăр» — вăрттăн калаçу

 

   

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче  «Хамăр çинчен хамăр» темăпа «вăрттăн» калаçу иртрĕ. Анюрова Т.А. соцпедагог 9б класра вĕренекен хĕрсемпе уйрăм калаçу ирттерчĕ. Тĕлпулăвăн тĕп ыйтăвĕ çамрăксем сывă пурнăç йĕркине мĕнле тытса пыни пирки пулчĕ.

     Ачалăхран яшлăха куçнă тапхăр. Малтанхи çепĕç те ырă, вылянчăк туйăмсем. Çамрăклăх - этем пурнăçĕнчи чи илемлĕ, чи асамлă, чи чаплă вăхăт. Пытарма кирлĕ мар, чылай чухне пурнăç кукăр-макăрĕсене шкул сулĕнчи çамрăкăн  куç курмасть, аслисем ăс парса каланине те хăлха илтесшĕн мар. Интернет урлă пирĕн пурнăçа çĕмĕрсе кĕрекен киревсĕр те ултавлă информаци  вара тутлă çимĕç пекех илĕртет. Пиччĕнпе тÿнтере пĕлсех кайман çамрăка  мĕн тăвас килни хыççăн кайса пуçа çухатма, чипер пурăнма пулнă çĕртех  нихçан тÿрлетме çук пысăк  йăнăш туса хума, чăнахах та, ним те мар.

    Аттепе анне хăй ачине йĕркеллĕ çын тăвас, лайăх пурнăç туса парас тесе мĕн пултарнă таран тăрăшать, тепĕр чух вĕсен юратăвĕ те суккăр пулса тухать. Хĕрĕн е ывăлĕн пĕр тĕрĕс мар утăмĕ вара вĕсене те инкеке кĕртсе ÿкерме, йывăр хуйхă патнех илсе çитерме пултарать.

   Эппин, лайăхпа начара уйăрма, киревсĕр йăла-йĕркерен хамăра хамăр сыхлама, усал ĕç тăвасран асăрханма вĕренмелле пирĕн, тĕрĕс те сывă пурнăç йĕркине суйласа илмелле. Начарри ан çыпçăнтăр, усалли аякра тăтăр.

    Йывăрлăх сиксе тухрĕ пулсан вара, атте-аннепе канашламалла,, аслисенчен пулăшу ыйтмалла.