Хаçатсем — çĕнĕ меслетпе

    Çуркуннене халалласа тата "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" уйăхлăха шута хурса, Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем çĕнĕ меслетпе хаçатсем кăларчĕç. Тĕрĕсрех каласан, пичетлесе кăларчĕç темелле. Pablisher программа çамрăк хаçатçăсене питĕ килĕшрĕ, мĕншĕн тесен çур ĕçне программа хăех çăмăллатса туса парать. Кирлĕ сăн ÿкерчĕке тупса вырнаçтар, текстне пичетле те майлаштарса лартса хур... Пит аван! Ку çеç те мар, хаçата тем тĕрлĕ тĕспе те илемлетме пулать-çке-ха тата. Компьютер пурри редколлеги членĕсемшĕн чăннипех те çăмăллăх пулчĕ.