«Асамлă сад пахчи»

 

 

 

Ырă куçу ырра тĕллетĕр,

 ырă аллу ырă ĕç тутăр.

 

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 5 класĕнче вĕренекенсем Н.К.Кудряшова вĕрентекенпе пĕрле «Асамлă сад пахчинче» пулчĕç. Мĕншĕн асамлă?  Асамлă çав, мĕншĕн тесен ачасем садра асамлă улмуççисем «лартрĕç».

     Кашни тĕпне тĕплĕн шухăшласа, хушнă ĕçсене пурнăçласа пымалла, вара тин улмуççи тымар ярса ÿсме пуçлать, çеçке çурса çимĕç çитĕнтерме те ĕлкĕрет. Ĕçĕсем вара пурте çын кăмăлĕпе, чун-чĕре пахалăхĕпе çыхăннă. «Ырă» текен сăмахăн пĕлтерĕшне тĕрлĕ енлĕ тĕпченĕ май, тăван чĕлхен  пуянлăхне  тепĕр хут курса ĕненчĕç çамрăк пахчаçăсем. Çак асамлă сăмахăн синонимĕ те, антонимĕ те, омонимĕ те пур иккен.

     Пиллĕкмĕшсем мăшăрпа та, ушкăнпа та пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕç хаваслă пахчара, пĕр-пĕрне пулăшма та манмарĕç.

     Класра ĕç вĕрерĕ, ыр кăмăллăх хуçаланчĕ. Пурĕ 40 тĕп улмуççи лартрĕç 5 класри хĕр ачасемпе арçын ачасем. Хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕç.